Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Выльӑх-чӗрлӗх алла пӑхать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

И (ЧЧҪС, I том)

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ



ИДЕОЛОГИЗАЦИЛЕ е ИДЕОЛОГИЛЕ ҫ.с. Идеологи тӗллевӗсене мала хур, идеологипе витер. Культурӑн кашни-кашни клеткине идеологизацилеме тытӑнтӑмӑр. КЯ, 14.12.1989, 4 с. Виҫесӗр идеологизациленӗ хайлавра психологизмла анализ валли пач та вырӑн ҫук. Ю.Артемьев, 1991, 147 с. Чӗлхене идеологилеме малтанах тытӑннӑччӗ, ку хутӗнче «тасатсах» ҫитерчӗҫ. Д.Гордеев //Я-в, 1991, 8 /, 29 с.
ИДЕОЛОГИЛЕН, ҫ.с. Идеологи витӗмне лек, идеологипе минре. Вӗсем ... ытлашши «идеологиленсе кайнӑ» ӑс-тӑнлӑччӗ. В.Энтип //Я-в, 1991, 7 /, 6 с.
ИКӖҪУЛЛӐХ, ҫ.с. Пӗр-пӗр пулӑмпа ҫыхӑннӑ икӗ ҫулталӑка пӗрлештерекен тапхӑр. И.Я.Яковлевӑн икӗҫуллӑхне кашни чӑвашӑн хутшӑнмалла. Х-р, 10.12.1996, 3 с.
ИКӖЧӖЛХЕЛӖХ, ҫ.с. Икчӗлхелӗх туп.
ИККӖЛЕНӲСӖРЛӖХ, п.с. Ҫирӗплӗх, татӑклӑх, уҫӑмлӑх. Иккӗленӳсӗрлӗх, уҫӑмлӑ тӗллев, ... ҫине тӑма пӗлни — унӑн [Н.Островскин] характерӗн тӗп енӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Я-в, 1946, 11—12 /, 46 с. Унӑн сӑнӗнче темле чӑрсӑрлӑх, иккӗленӳсӗрлӗх, арҫынлӑх сисӗнсе тӑрать. В.Эктел, 1996, 39 с.
— ВЧС, 1971, 50 с.
ИККӖҪӖ, п.с., калаҫ. Вӗренӳре юлсарах пыракан, иккӗсем илекен ача. Мила шкулта «иккӗ» илнӗ... «Иккӗҫӗ» ашшӗне сывлӑх сунмастӑп»,кӑмӑлсӑррӑн хуравлать [килте] хӗрача. Т-ш, 1999, 1 /, 5 с.
ИКУЙӐХЛӐХ (ИКӖУЙӐХЛӐХ), п.с. Икӗ уйӑха пыракан (утмӑл кунлӑх) тапхӑр. Ҫул-йӗрӗ те начар пулас ҫук — ӑна юсамалли икӗуйӑхлӑх вӗҫленсе пырать. К-н, 1979, 16 /, 5 с. Ҫул-йӗр тумалли икуйӑхлӑхра эпир республикӑри штабӑн куҫса ҫӳрекен вымпелне илтӗмӗр. К-н, 1982, 17 /, 2 с. Икуйӑхлӑха хастар хутшӑнакансем валли экологи министерстви хаклӑ парнесем хатӗрлет. Х-р, 29.02.1996, 4 с.
ИКЧӖЛХЕЛӖХ е ИКӖЧӖЛХЕЛӖХ, ҫ.с. Икӗ чӗлхе килӗшӳлӗхӗ (икӗ чӗлхепе тухӑҫлӑ усӑ курни, икӗ чӗлхе вӗренни т.ыт.те). Икчӗлхелӗхе, урӑхла каласан, вырӑс чӗлхипе чӑваш чӗлхине вӗрентессине пӗр енлӗ ӑнланнӑ. КЯ, 15.05.1988, 4 с. Республикӑри хаҫат-журналсенче наци историйӗн ыйтӑвӗсемпе икчӗлхелӗх ... ҫинчен уҫӑмлӑ калаҫусем пуҫланчӗҫ. КЯ, 24.05.1989, 4 с. Икчӗлхелӗх вӑл — вырӑс чӑваш чӗлхине патшалӑх чӗлхи вырӑнне хурса хисеплени, чӑвашвырӑсӑнне. Х-р. 8.10.1992, 2 с. Чӗлхе саккунне йышӑннӑ чухнех калаттӑмӑр, икӗчӗлхелӗх пӗр енлӗ мар, икӗ енлӗ пулмалла. ҪХ, 15.05.1998, 5 с.
— икчӗлхелӗх тапхӑрӗ (КЯ, 15.05.1988, 4 с.); икӗчӗлхелӗх самани (Я-в, 1991, 25 с.);
— наци-вырӑс икчӗлхелӗхӗ (КЯ, 15.12.1988, 3 с.);
ИЛЕМЛЕТӲҪӖ, ҫ.с. Япалана е вырӑна сӑн кӗртекен ҫын; оформитель, декоратор. Каярах илемлетӳҫӗ художник пулса та ӗҫлет. Т-ш, 1999, 2 /, 55 с.
ИЛЕМЛӖХ, 1. П.п. Пурнӑҫа ятарлӑ мелсемпе сӑнарласа кӑтартни, хайлавӑн (туп.) эстетикӑлла пахалӑхӗ; художествӑлӑх. Хумма Ҫеменӗ ... произведени илемлӗхӗшӗн, чӗлхе тасалӑхӗшӗн епле ӗҫлемеллине кӑтартса панӑ. Ҫ.Элкер //Я-в, 1946, 9 /, 21 с. Тӑхти калавӗсенче пӗлмелли, вӗренмелли илемлӗхрен ытларах тенипе килӗшме ҫук. Ю.Яковлев //ТА, 1989, 9 /, 69 с. Илемлӗх (художественность) тени термин пӗлтерӗшлӗ, вӑл кирек хӑҫан та конкретлӑ произведенин сӑнарлӑ тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ. Г.Фе-доров, 1994, 6 с.
— илемлӗх енӗ (К-ш, 26.06. 1927); илемлӗх мелӗсем (Я-в, 1968, 11 /, 25 с.); илемлӗх системи (Я-в, 1980, 5 /, 29 с.); илемлӗх уйрӑмлӑхӗсем (ЧХС, 1985, IV т., 53 с.); илемлӗх культури (Я-в, 1990, 5 /, 28 с.); илемлӗх чӑнлӑхӗ (Я-в, 1990, 7 /, 29 с.); илемлӗх шайӗ (Я-в, 1991, 12 /, 25 с.); илемлӗх ӑслайӗсем (ЧЛ, 1994, 11 кл., 210 с.); илемлӗх пайрӑмӗ, илемлӗх хатӗрӗсем (П.Метинпа А.Мефодьев, 1997, 16 с.).
2. П.п. Сӑнарлӑ искусство; ӳнер (туп.), художество. «Илемлӗх галерейи» ҫаврӑнӑшпа Митта Ваҫлейӗ хӑйӗн кун кӗнекинче тахҫанах усӑ курнӑччӗ. Г.Юмарт //С-на, 1990, 389 с. Илемлӗхпе графика факультетӗнче вӗреннӗ чухне мана В.Урташ «художник тӗк, писатель пулатӑн» тенӗччӗ. Х-р, 5.09.1996, 3 с. Ӑна пединститутра тин уҫӑлнӑ илемлӗхпе ӳкерӳ факультетне ӗҫе илеҫҫӗ. Т-ш, 1998, 5 /, 5 с. Вӑл пирӗн журналӑн илемлӗх редакторӗччӗ. Ҫ-т, 1999, 1—2 /, 54 с.
ИЛЕМПИ, п.с. Хитре хӗр е хӳхӗм япала; чиперкке. «Ытла та черчен-ҫке ку илемписем», — теес килет, тӗкӗр пек йӑлтӑртатакан станоксем ҫине пӑхса. К-н, 1984, 3 /, 5 с. Чиновниксем ӑстана чӗнсе илеҫҫӗ, катан пир ҫинчи илемписемпе ял каччисене труҫҫиксем тӑхӑнтарма хушаҫҫӗ. ҪХ, 1997, 20 /, 2 с.
танл., Ашмарин, III, 103 с.
ИЛЕМҪӖ, п.с. Илем ӑсти, ӳнер (туп.) ҫынни; художник. Эсӗ, халӑхӑм, эсӗ чӗлхеҫӗ. Шухӑшлавҫӑ, илемҫӗ — эсех! П.Ху-санкай, 1982, 342 с. Палӑк умӗнче (авторӗ — А.Розов илемҫӗ) пӗр хушӑ пуҫа тайса тӑратпӑр. А.Т.-Ыхра, 2000, 39 с.
ИЛЕНӲ, 1. П.п. Килӗштерни, кӑмӑллани; туртӑм (чун туртӑмӗ, ар туртӑмӗ). Кайран вӑхӑтлӑх иленӳсем, вӑрттӑн тӗл-пулусем, ӳкӗнӳсӗр уйрӑлусем кӑна сике-сике тухрӗҫ ун тӗллӗн. В.Петров, 1985, 203 с. Официаллӑ арӑмӗ патне унӑн нимӗнле иленӳ те пулман. Х-р, 10.09.1996, 3 с.
— ВЧС, 1971, 584 с.
2. Ҫ.п. Йӑпанӑҫ, киленӳ, айкашу. Ялти ачасен вӑййисем те, шӳчӗсем те, иленӗвӗсем те хулари пек мар. В.Петров, 1989, 34 с. «Иванушкисем»[эстрада ушкӑнӗ]... «Кукла» юрра пула ҫӗнӗ иленӳпе «чирленӗ». Халь музыкантсем пуканесем пухаҫҫӗ. Т-ш, 1998, 12 /, 12 с.
ИЛӖРТМӖШ, п.п. Астармӑш туп.
ИЛӖРТӲҪӖ, п.с. Ҫавӑрма, илӗртме, астарма пултаракан ҫын; астармӑш, астаруҫӑ. Местифотельусал кӑмӑллӑ илӗртӳҫӗ. Фауст, 1979, 14 с. Чи пысӑк илӗртӳҫӗсенчен пӗри Иран шахӗ Реза Пехлеви пулнӑ... Пӗтӗмӗшпе унӑн пин еркӗн пулнӑ. Х-р, 10.09.1996, 3 с. Ҫамрӑк илӗртӳҫӗне ручка тыттарнине никам та сисмерӗ. К-н, 2002, 7 /, 11 с.
— ВЧС, 1971, 728 с., 730 с.
ИЛПЕКЛӖХ, п.с. Тулӑхлӑх, ырӑлӑх, пехетлӗх. Эмигрантсем, 1973 ҫулта Парижа пырсан, унти илпеклӗхпе Раҫҫейри чухӑнлӑхран тӗлӗннӗ. Х-р, 5.02.1997, 3 с. Каланӑ евӗр хамӑр Айзман, илпеклӗх — йыш кӗрнекӗнче. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 19 с.
ИМАМ, п.с. Мӑсӑльмансен пӗрлешӗвӗн пуҫлӑхӗ; мечӗтре кӗлӗ ирттерекен аслӑ мулла. Ҫулла вӑл [Хаким] Тукай ялне муллапа тата имампа килнӗччӗ. К.Турхан, 1967, 120 с. Республикӑмӑрти мӑсӑльмансен тӗн управленийӗн председателӗ А.Крганов муфтий тата унӑн ҫумӗ, Шупашкар имамӗ А.Хайбуллаев журналистсемпе тӗл пулчӗҫ. Х-р, 4.11.1999, 1 с. Тутар Республи-кинчи Пӑва хулин имамӗ Ильсур Хазрат. Х-р, 25.07.2000, 4 с.
— мечӗт имамӗ (Х-р, 18.10.1996, 1 с.);
— ВЧС, 1971, 252 с.
ИМИДЖ, ҫ.с. Пӗр-пӗр ҫыннӑн, йышӑн, вырӑнӑн т.ыт. халӑх ӑс-тӑнӗнче (хӑй тӗллӗн е ятарлӑ витӗмпе) ӳкерӗннӗ пайӑр сӑн-сӑпачӗ. Унӑн [совет халӑхӗн] имиджӗ валли пур атрибута та хатӗрлесе ҫитернӗччӗ... Х-р, 3.10.1992, 2 с. Политикӑра «вилес мар» тесен яланах сӑнарнаимиджнаҫӗнетсе тӑмалла. ҪХ, 1997, 28 /, 2 с. Асӑннӑ преступлени Чӑваш Республикин имиджне, лӑпкӑ регионӑн ятне самаях хавшатрӗ. ҪХ, 2000, 39 /, 3 с. Санӑн имидж пулсан, эс сцена ҫине тухсанах шӑпӑрр! алӑ ҫупӗҫ. Ар, 2001, 9 /, 2 с.
— политикӑн имиджӗ (ҪХ, 1997, 28 /, 2 с.); ҫӗнӗ имидж (ҪХ, 1999, 1 /, 5 с.); интереслӗ имидж (ҪХ, 1999, 8 /, 8 с.);
— имиджа улӑштар (ҪХ, 2001, 47 /, 10 с.; ҪХ, 2002, 23 /, 8 с.).
ИМИДЖМЕЙКЕР, ҫ.с. Ҫыннӑн сӑнарне халӑхра пархатарлӑ та курӑмлӑ палӑртма пултаракан ӑстаҫӑ; имидж ӑсти. Н.Федоров Президентӑн имиджмейкерсем пур тенине илтнӗччӗ. ҪХ, 1997, 28 /, 2 с. Мэрӑн имиджмейкерӗсен ку ята Федоровран туртса илмеллех. ҪХ, 1998, 3 /, 2 с.
ИМЛӖХ, п.с. Сывлӑхшӑн усӑллӑ витӗм; сиплӗх. Каҫ выртсан та канлӗх ҫук, ир выртсан та имлӗх ҫук. А.Артемьев, 1963, 196 с. Сывӑ ӳсрӗм эп сан [ҫуралнӑ ялӑн] имлӗхӳпе. Г.Юмарт //Я-в, 1995, 10 /, 116 с. Чӑваш кӗвви ... ӗрчевлӗ сертепе пултра-нӑн ирех килен имлӗхӗнче. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 18 с.
ИММУН, иммун тытӑмӗ (иммун системи), ҫ.в., мед., биол. Организма сарӑплӑ клеткӑсемпе япаласенчен сыхлакан, хӳтлӗх тайӑнне пурнӑҫлакан органсемпе тӗртӗмсен пӗрлӗхӗ (шӑмӑ сӑсӑлӗ, тимус т.ыт.те); иммунитет системи. Ыхра иммун тытӑмне ҫирӗплетет. С-х, 1999, 19 /, 4 с. Организма кирлӗ мар япала лексенех пирӗн иммун системи унран хӑтӑлма тӑрӑшать. ҪХ-рӗ, 15.12.1999, 4 с. Стресс вӑхӑтӗнче иммун тытӑмӗ чире хирӗҫ кӗрешеймест. С-х, 2000, 18 /, 3 с. Простатитран ... иммун тытӑмне ҫирӗплетекен препаратсемпе те сипленмелле. Ар, 2001, 49 /, 3 с.
ИМПИЧМЕНТ, ҫ.с., полит., юрид. Саккуна сӗмсӗррӗн пӑснӑшӑн ҫӗршыв парламенчӗ президента ятарлӑ йӗркепе ӗҫрен кӑларни. Пӗрисем Ельцина импичментпа хӑратаҫҫӗ, теприсем Хасбулатова вырӑнтан кӑларасшӑн. Х-р, 16.09.1992, 2 с. Ятарлӑ прокурор вара Клинтона влаҫран сирес тӗллевпе импичмент процесне пуҫарма ыйтать. ҪХ, 1998, 39 /, 8 с. Вӗсем ҫӗршыв президенчӗн импичментне ирттерессишӗн тӑрӑшнӑ. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с.
— импичмент процедури (Х-р, 13.02.1997, 2 с.; ҪХ, 1998, 46 /, 8 с.; Ч-х, 1999, 28 /, 2 с.).
ИМПОТЕНТ, п.с. Ар вӑйсӑрлӑхӗпе аптӑракан, ар (арлӑх) ҫыхӑнӑвне кӗме пултарайман арҫын; халсӑрри. Йывӑра кайнӑ импотентсене ... инкекрен хӑтарма ҫӑмӑлах мар. В-х, 7.10.1991, 8 с. Вӑл хӑйне импотент тесе шухӑшлать, ҫак шухӑш унӑн пуҫне пӑралать. ҪХ, 2000, 11 /, 3 с. Эпӗ импотент мар, [анчах] ... мана секс пачах та кирлӗ мар. Х-р, 20.07. 2001, 3 с. Импотент ан пул! [Пуҫелӗк]. Ар, 2001, 15 /, 4 с.
— импотент-арҫын (С-х, 2000, 17 /, 3 с.); импотент-еркӗн (Х-р, 18.08.2000, 3 с.);
— ВЧС, 1971, 253 с.;
танл., лаша (Ашмарин, VIII, 65 с.).
ИМПОТЕНЦИ, п.с. Ар пултарулӑхӗ пӗтни; ар вӑйсӑрлӑхӗ, халсӑрлӑх. Импотенцие сиплеме те пулӑшать чечек тусанӗ. КЯ, 16.05.1991, 4 с. Ку чирпе [паротитпа] 11—15 ҫулсенчи арҫын ача чирлесен, ... импотенци пулас хӑрушлӑх та пур. К-ш, 1998, 7 /, 8 с.; Х-р, 13.01.1998, 4 с. Импотенципе аптӑракансен 80 проценчӗн суя импотенци шутланать. ҪХ, 2000, 11 /, 9 с. Импотенцирен ... аир тымарӗ чӑмламалла. С-х, 2000, 37 /, 1 с.
— психогенлӑ импотенци, чӑн импотенци (Ар, 2001, 15 /, 4 с.);
— импотенци паллисем, импотенци сӑлтавӗ (ХС, 2003, 82 /, 2 с.);
— ВЧС, 1971, 253 с.; ЧВС, 1961, 107 с.
ИМШЕР, п.в. Хӑрӑн, начарлан, ырханлан; имшерлен. Мӑян ҫисе имшернӗ ҫынсене Чингиз саккунӗ ячӗпе хӗнеҫҫӗ. Я.Ухсай, 1961 (Ҫӗр), 58 с. Виҫҫӗмӗш уйӑх асап вӑл курать, сӑн-кӗлетки имшерсех ун пырать. К-н, 1976, 21 /, 11 с. Туйӑмлӑх туртӑмӗ имшерчӗ, сӗртӗнӳсен вӗрилӗхӗ ... сиверчӗ. С.Асамат, 1991, 33 с.
ИНАУГУРАЦИ, ҫ.с. Суйлавра ҫӗнтернӗ президент е кӗпӗрнаттӑр ӗҫе пуҫӑннӑ кун ирттерекен официаллӑ йӑла-йӗрке (ӗнентерӳ хутне илни, тупа туни т.ыт. те). Депутатсем Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ Н.Федоров ӗҫе официаллӑ йӗркепе пуҫӑннӑ ятпа ирттернӗ инаугураци церемонине хутшӑнчӗҫ. Х-р, 22.01.1994, 2 с. ЧР Президенчӗ Н.Федоров ӗҫе тытӑнассипе ҫыхӑннӑ чаплӑ церемони иртрӗ. Ӑна инаугураци теҫҫӗ. Т-ш, 1998, 3 /, 1 с. Должноҫа кӗнӗ ятпа ирттерекен шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ (халь ӑна «инаугураци» теҫҫӗ). Ар, 2001, 6 /, 1 с. Мускав облаҫ кӗпӗрнаттӑрӗн Б.Громовӑн инаугурацийӗ. ҪХ, 2000, 5 /, 2 с.
ИНВЕСТИЦИ, п.с., экон. Пӗр-пӗр ӗҫе, предприятие е экономика сыпӑкне аталантарма чылайлӑха хывакан капитал. Социализмлӑ ҫӗршывсен инвестици банкӗ — чи пысӑк капиталлӑ экономика организацийӗ. КЯ, 8.02. 1973, 4 с. Инвестици фончӗ вӑл финанс учрежденийӗ, халӑх ӑна хӑйӗн приватизаци чекӗсене тата укҫа-тенкине усӑ курмашкӑн шанса парать. Х-р, 24.09.1992, 2 с. Налук политики таварсем туса кӑларассине, инвестицисене ӳстерме хавхалантарӗ. Х-р, 22.01.1994, 2 с.
— инвестиципе коммерци корпорацийӗ (Х-р, 8.04.1993, 4 с.); инвестици кредичӗ (Х-р, 28.10.1997, 2 с.); инвестици капиталӗ (Х-р, 6.08.1998, 3 с.); инвестици программи (Ч-х, 1999, 14 /, 1 с.); инвестици конкурсӗ (Ч-х, 1999, 14 /, 3 с.); инвестици ҫанталӑкӗ (Х-р, 16.03.2000, 1 с.); инвестици рейтингӗ (ҪХ, 28.09.2001, 1 с.); инвестици канашӗ (Х-р, 10.10.2001, 1 с.);
— инвестици хыв (ХС, 1999, 24 /, 1 с.; Ар, 2001, 6 /, 1 с.); инвестицисем уйӑр (Х-р, 19.09.1996, 2 с.); инвестицисене явӑҫтар (ЧҪ-й, 2001, 2 /, 1 с.);
— ют ҫӗршыв инвестицийӗсем (Х-р, 27.02.1997, 2 с.);
— ВЧС, 1971, 254 с.; ВЧС, 1951, 222 с.
ИНВЕСТОР, п.с., экон. Инвестици (капитал) хывакан ҫын е юридици сӑпачӗ (туп.). Инвесторсене суйласа илмелли конкурс; инвесторсен условийӗсене тӗпе хурса тунӑ килӗшӳ. Х-р, 28.10.1997, 2 с. Эпӗ хам инвесторсем тупма тӑрӑшрӑм, мӗншӗн тесен Раҫҫей ҫав завода пӑрахрӗ. Х-р, 22.02.1997, 1 с. Тулашри инвесторсем Чӑваш ене инвестици хывӗҫ-ши ун чухне. ХС, 1999, 15 /, 2 с. Завода «Лидер-Трейдинг» компани ячӗпе инвесторсем килнӗ. ЧҪ-й, 2001, 2 /, 4 с.
— инвесторсене явӑҫтар (Х-р, 29.05.2001, 2 с.); инвесторсене шыра (Х-р, 23.08.2001, 2 с.); инвесторсен пулӑшӑвӗ (Х-р, 16.11.2001, 1 с.).
— ВЧС, 1971, 254 с.
ИНДЕЙ, п.с. (ИНДҪӐ, ҫ.с.). Америкӑра европеецсенчен маларах тымар янӑ ҫынсен тӑхӑмӗ; индеец. Резерваци тӗрлӗ хурлӑх кӑтартан индейсене кӑшкӑратӑп эп шыв урлӑ. П.Хусанкай, 1967, 176 с. Америка континентне 25—30 пин ҫул каяллах кайса вырнаҫнӑ индҫӑсем. В.Енӗш //В-х, 1991, 25 /, 13 с.
ИНДИВИДУАЛЛӐ, п. с. Хӑйне евӗр, пайӑр, супинкеллӗ, харкамлӑ. Поэтӑн ӑшри индивидуаллӑ ритмӗпе ҫыхӑнман, ятарласа экспериментла ҫырнӑ верлибра «япӑх проза» тесе хаклатӑп. П.Яковлев (Яккусен) //ТА, 1988, 10 /, 58 с. Кашни хӗрарӑмӑн ар органӗ питӗ индивидуаллӑ. А-и, 1992, 18 /.
— ВЧС, 1971, 254 с.
ИНДИВИДУАЛЛӐХ, п.с. Супинккелӗх, харкамлӑх, ӑрасналӑх, пайӑрлӑх (туп.). Уншӑн [ҫутҫанталӑкшӑн] пулсан индивидуаллӑх тӗп темелле пек. Н.Урхи //ТА, 1974, 8 /. Ятсенче те [сӑнарсен] индивидуаллӑх пулни хайлавшӑн пахарах. М.Ставский //Я-в, 1990, 7 /, 29 с.
ИНЖЕНЕР-ЭЛЕКТРОНЩИК, ҫ.с. Электронщик туп.
ИННОВАЦИ, ҫ.с. Ҫӗнӗ техникӑпа технологие тата ӳсӗмлӗ ӑслайсене ӗҫе кӗртесшӗн тимлени; ҫӗнетӳ. Аталану бюджетне инвестиципе инноваци ӗҫӗ валли уйӑракан укҫа-тенкӗ тата производствӑна пысӑклатассипе ҫыхӑннӑ ытти тӑкаксем кӗреҫҫӗ. Х-р, 17.03.1992, 4 с. Инноваци юхӑмӗ республикӑра анлӑ сарӑлнӑранпа 6 ҫул ҫитрӗ. Х-р, 10.09.1996, 2 с. Ялти 2500 ача инноваци шкулӗсенче вӗренеҫҫӗ. ҪХ, 1997, 49 /, 1 с.
— инноваци центрӗ (Х-р, 29.05.2001, 2 с.).
ИНОМАРКА, ҫ.с., калаҫ. Ют ҫӗршывра туса кӑларнӑ ҫӑмӑл автомобиль. Ывӑлне ют патшалӑхра туса кӑларнӑ автомашина туянса панӑ (студент пуҫпа иномаркӑпа катаччи чупма кашниех пултараймӗ ку вӑхӑтра!). К-н, 1999, 3 /, 4 с. Иномаркӑсем ун чухне тӗп хулара та сайраччӗ. ҪХ, 1999, 42 /, 8 с. УАЗ тиев автомашини симӗс «иномарка» ҫумне лачах пырса ҫапӑннӑ. А-д, 17.12.1999, 1 с. Аран-аран сывлакан предприяти директорӗ те иномаркӑпа ярӑнса ҫӳрет. Х-р, 10.10.2000, 4 с.
— чаплӑ иномарка (ҪХ, 1999, 4 /, 2 с.; 49 /, 12 с.); вӑрланӑ иномарка (ҪХ, 2000, 34 /, 4 с.);
— иномарка хуҫи (ҪХ, 1998, 44 /, 8 с.); иномаркӑна чар (ҪХ, 1999, 49 /, 12 с.).
ИНҪЕТЛӖХ, п.с. Инҫет, ката; уҫлӑх, анлӑх (туп.). Йывӑҫ тӗмӗсем ... шупкалса пыракан инҫетлӗхре пач палӑрми пулса, куҫран ҫухалаҫҫӗ. П.Афанасьев, 1985, 46 с. Пӗтӗм инҫетлӗхе юр чаршавӗ картланӑ. Н.Мартынов, 1985, 30 с. Мӗскӗнлӗхпе вак шухӑшсен купи ҫӗтет те, карӑнать инҫетлӗх. Г.Ирхи, 1991, 51 с. Тӗтресӗр уҫӑ ирпе, инҫетлӗхре-горизонтра пулин те, вӑрман курӑнать. Х-р, 12.09.1996, 3 с.
— уй инҫетлӗхӗ (А.Медведев, 1941, 15 с.); шыв инҫетлӗхӗ (Хв.Агивер, 1984, 91 с.); тинӗс инҫетлӗхӗ (Х-р, 27.06.2003, 3 с.); кӑн-кӑвак инҫетлӗх (Н.Теветкел, 1964, 78 с.); асӑмри инҫетлӗх (Г.Юмарт, 1983, 14 с.); тӳрем инҫетлӗх (Св.Асамат //П-н, 1990, 2 /, 15 с.);
— инҫетлӗхе йыхӑр (В.Эктел, 1996, 58 с.); инҫетлӗхе ҫывӑхлат (Ю.Сементер //Я-в, 1999, 11—12 /, 9 с.).
ИНТЕЛЛЕКТУАЛ, п.с. Ӑс-тӑн ӗҫӗпе, ӑс-хакӑл туртӑмӗпе пурӑнакан ҫын; тӑнлӑ ҫын. Анчах ҫак интеллектуалсен те ӳсӗм чирӗ ҫук мар иккен. В.Паймен, 1968, 10 с. Ҫапла, хама интеллектуал тенине пӗрремӗш хут илтетӗп. А.Емельянов, 1990, 277 с. Ют ҫӗршывсенче пурӑнакан ... интеллектуалсем чӑваш халӑхӗ пирки ытларах пӗлме тӑрӑшни сисӗнет-и. Я-в, 1990, 9 /, 15 с. Раҫҫейре хӑюллӑ политиксем, интеллектуалсем ... пур. Ч-х, 1999, 28 /, 2 с.
— интеллектуал ӗҫӗ (Х-р, 18.10.1996, 2 с.).
ИНТЕЛЛИГЕНТЛӐХ, п.с. Ҫыннӑн шалти культури, ӑс-хакӑл килӗшӳлӗхӗ; сапӑрлӑх. Ӑҫта творчество интеллигенцийӗн интеллигентлӑхӗ. КЯ, 2.12.1989, 3 с. Селӗммӗн курӑнатӑн. Интеллигентлӑх шалтан тапса тӑнӑ пек. В.Энтип //Я-в, 1991, 7 /, 7 с. Авторӑн кӑмӑл-сипет виҫийӗ интеллигентлӑхпа ностальгилӗх хушшинче тӑрать. ҪХ, 1998, 25 /, 6 с. Унра интеллигентлӑх пур. Ҫыннӑн ҫак пахалӑхӗ хутла пӗлменнинчен, академи пӗтернинчен килмест. Интеллигентлӑх вӑл — ҫыннӑн чӗринче, чунӗнче. Х-р, 28.04.1999, 3 с.
— ВЧС, 1971, 257 с.; ВЧС, 1951, 224 с.
ИНТЕРНАЦИ, ҫ.с. Тӗрлӗ халӑх ҫыннисен ҫыхӑнӑвӗ. Мӑшӑрӑм — вырӑс хӗрарӑмӗ... Пӗр сӑмахпа, пирӗн интернаци ҫемйи. Х-р, 21.07.1992, 2 с. Интернаци экипажӗ вӗҫеве хатӗрленет [Пуҫелӗк]. Х-р, 25.04.2002, 2 с.
ИНТЕРНАЦИЛӖХ, п.с. Мӗн пур халӑхсен танлӑхне, ирӗклӗхне тата килӗшӳлӗхне тӗпе хуракан идеологипе политика принципӗ; интернационализм, нацисен ҫураҫулӑхӗ. Культурӑра нацилӗхпе интернацилӗхе аталантарасси [Пуҫелӗк]. КЯ, 15.12.1988, 2 с. Хӑвна ҫын тунӑ нацилӗхсӗр интернацилӗх те ҫук. Я-в, 1990, 7 /, 22 с. Интернацилӗх тенинче нацилӗх ӑнлавӑн тивӗҫлӗ пайти, пӗлтерӗшӗ те пурах. Г.Федоров, 1996, 9 с. Интернацилӗх ҫынна ҫынлӑх патне ҫӗкленме пулӑшакан пусман чи ҫӳлти картлашки шутланать. Х-р, 28.02.1997, 4 с.
— нацилӗхпе интернацилӗх диалектики (Ю.Артемьев, 1984, 29 с.); интернацилӗх политики (Я-в, 1990, 7 /, 22 с.).
ИНТЕРНЕТ, ҫ.с. Тӗнчери компьютерлӑ ҫыхӑну тытӑмӗ тата информаци ҫӑлкуҫӗ. Компьютерпа ӗҫлетӗп те пушӑ вӑхӑт тупӑнсан Интернета кӗрсе каятӑп. Т-ш, 1999, 8 /, 11 с. Ыйтусен анкетине Интернета кӗртрӗмӗр. ҪХ, 1999, 13 /, 8 с. Пирӗн республикӑра та Интернет системи пысӑк утӑмсем тӑвать. Чӑваш патшалӑх университетӗнче Интернет класӗсем уҫӑлнӑранпа ҫур ҫул ҫитет. ХС, 1999, 20 /, 1 с. Курав материалӗсем ... пӗтӗмпех Интернетра пулӗҫ. Ҫак ӗҫе туса ирттерме пире ЧПУн Интернет центрӗ пулӑшӗ. Х-р, 9.08.2000, 4 с.
— Интернетри сайтсем (ҪХ, 2000, 38 /, 4 с.); Интернетпа ҫыхӑннӑ компьютер (Х-р, 18.09.2001, 4 с.); Интернет-проект, Интернет версийӗ (Х-р, 22.11.2001, 2 с.); Интернет хутлӑхӗ (Х-р, 25.04.2002, 1 с.); Интернет пӳлӗмӗ, Интернет салонӗ (ПҪ, 23.04.2003, 2 с.).
ИНТИМ, ҫ.с., калаҫ. Арлӑх хутшӑнӑвӗ; савӑшу (туп.). Кайран, ытти пӗлтерӳсенчи пекех, ҫапла кукӑртса хутӑм, «Интим сӗнме кирлӗ мар». ҪХ, 1997, 46 /, 5 с. Халиччен чӑваш эстрадинче кунашкалли пулманччӗ! Лотерея вылявӗ, стриптиз, интим «сценисем»... ҪХ, 1998, 49 /, 2 с. Интимра ҫӗнӗлӗхсене яхӑнне те яман арҫынсем. ҪХ, 2000, 38 /, 8 с.
— интим ыйтӑвӗсем (С-х, 2001, 32 /, 4 с.).
ИНТИМЛӐ, 1. Ҫ.п. Арлӑх хутшӑнӑвӗпе ҫыхӑннӑ; савӑшуллӑ. Интимлӑ япала вӑл пӗр-пӗрне юратакан мӑшӑр хушшинчи вӑрттӑнлӑх пулмалла-ҫке. Х-р, 27.10.1992, 3 с. Анчах Раиса Васильевна интимлӑ ӗҫ-пуҫ пуҫланасса кӗтсе илеймен. ҪХ, 30.04.1998, 2 с. Ача ҫуратиччен упӑшкипе... интимлӑ пурнӑҫпа пурӑннӑ. ҪХ, 1999, 10 /, 5 с. Ӑнсӑртран пулакан интимлӑ ҫыхӑнусемвенери чирӗсемпе чирлессин чи анлӑ сарӑлнӑ сӑлтавӗ. С-х, 2000, 11 /, 4 с.
— интимлӑ тема (Х-р, 17.06.1993, 4 с.; ҪХ, 2000, 34 /, 12 с.); интимлӑ тивӗҫ (ҪХ, 2000, 38 /, 8 с.); интимлӑ хутшӑну (ҪХ, 2003, 2 /, 13 с.).
2. П.п. Вӑрттӑн, ҫепӗҫ, евӗклӗ. Интимлӑ ҫырусен минретӗвӗ [Пуҫелӗк]. Х-р, 17.06.1993, 4 с. Пӳлӗмре ҫуртасем ҫунаҫҫӗ. Интимлӑ лару-тӑру. ҪХ, 1998, 1 /, 5 с. Ҫут ҫанталӑкпа темле интимлӑ ҫыхӑнӑва кӗретӗн. Ар, 2001, 3 /, 2 с.
— интимлӑ ен, интимлӑ тӗнче (ЧЛ, 1994, 11 кл., 192 с., 204 с.).
— ВЧС, 1971, 258 с.; ВЧС, 1951, 225 с.
ИНТИМЛӐХ, п.с. Ачашлӑх, ҫепӗҫлӗх, ынатлӑх. Шопен кӗв-винчи интимлӑх Чайковский лиризмӗпе пӗтӗҫме пултарас пек. Г.Федоров //Э-и, 1992, 11 /, 7 с. Р.Сарпи ... лирикинче пӗр харӑсах гражданлӑх тата интимлӑх кӗввисем янӑраҫҫӗ. ЧЛ, 1994, 11 кл., 211 с.
— ВЧС, 1971, 258 с.; ВЧС, 1951, 225 с.
ИНФОРМАТИЗАЦИ, ҫ.с. Ҫынсене компьютерпа усӑ курма тата ҫавна май информаци илме, пӗлӳ тухӑҫне ӳстерме майсем туса пани. Патшалӑхӑн налук инспекцийӗн информатизаци пайӗн пуҫлӑхӗ. Х-р, 13.02.1996, 2 с. Вӗрентӳ информатизацине питӗ пысӑк укҫа хывмалла. ҪХ, 2000, 17 /, 5 с.
танл., компьютеризаци.
ИНФОРМАТИЗАЦИЛЕ е КОМПЬЮТЕРИЗАЦИЛЕ, ҫ.с. Компьютерсемпе тивӗҫтер; компьютер ӑслайӗсемпе туллин усӑ курма пуҫла. Информатикӑна вӗрентмелли программӑсем ҫуккине пӑхмасӑр пӗтӗм вӗрентӳ ӗҫне мӗнле майпа компьютеризацилемелле. ТА, 1989, 9 /, 59 с. Паспортпа виза службисене информатиза-цилемелли проектсене ӗҫе кӗртме пуҫланӑ. Х-р, 1.03.2003, 1 с.
ИНФОРМАТИКА, ҫ.с. ЭВМпа т.ыт. майсемпе усӑ курса ӑслӑх информацине пухмалли, упрамалли тата сармалли мелсене тӗпчекен ӑслӑлӑх. Информатика хальхи вӑхӑтра кирек мӗнле наукӑран та чылай хӑвӑртрах аталанса пырать. ТА, 1989, 9 /, 59 с. Лицейре эсӗ информатикӑпа интересленетӗн. Т-ш, 1998, 12 /, 4 с. Вӑл Чӑваш патшалӑх университетӗнчи радио-электроникӑпа информатика факультетӗнче вӗренет. Ч-х, 1999, 14 /, 7 с.
— информатика курсӗ (ТА, 1989, 9 /, 59 с.); информа-тика предмечӗ (ҪХ, 27.02.1998, 1 с.); информатика урокӗ (Т-ш, 1998, 12 /, 4 с.); информатика кабинечӗ (Х-р, 10.10.1998, 6 с.); информатикӑпа вӗрентекен (ТА, 1989, 9 /, 59 с.); информати-ка учительници (ҪХ, 2001, 14 /, 4 с.); информатика культури (Х-р, 4.09.1996, 4 с.); информатикӑпа шутлав техники (Х-р, 25.08.1998, 2 с.).
ИНФРАСТРУКТУРА, п.с. е ИНФРАТЫТӐМ, ҫ.с. Об-щество пурнӑҫне тата экономика ӗҫӗ-хӗлне йӗркелесе пыма май паракан хуҫалӑх сыпӑкӗсен пӗрлӗхӗ (ҫул-йӗр, транспорт, ҫыхӑну т.ыт.те). Чи малтанах халӑх хуҫалӑхӗн инфраструктурине ҫӗнететпӗр, ҫӗнӗ технологисене ӗҫе кӗртетпӗр. Х-р, 13.01.1994, 1 с. Хула инфраструктурине аталантарасси. Х-р, 13.02.1997, 1 с. Общество инфратытӑмне уйрӑм ҫынсен инвестицийӗсене явӑҫтарасси. Х-р, 23. 05.2001, 7 с. [Бизнес-центрта] бизнесменсене кирлӗ пӗтӗм инфратытӑм пулӗ. Х-р, 18.09.2001, 1 с.
— экономика инфраструктури (Х-р, 7.04.2001, 1 с.); социаллӑ инфраструктура (ҪХ, 2003, 13 /, 13 с.).
ИПОТЕКА, ҫ.с., экон., фин. Куҫман пурлӑха саклата хывса чылайлӑха кивҫен илни. Ҫӗнӗ тата питӗ кирлӗ «маркетинг», «ипотека», «лизинг» ... ӑнлавсене пӗр хӑрамасӑр хӑнӑхмалла. ҪХ, 1997, 49 /, 1 с. Ипотека хваттерсен черетне самаях чакарма анлӑ ҫул уҫса парӗ. Х-р, 13.05.2000, 2 с. Тӑваттӑмӗш черечӗ — субсиди тата ипотека кредичӗ илекенсем валли. ҪХ, 2000, 5 /, 3 с. Пурӑнмалли ҫурт-йӗр тӑвас ҫӗрте пӗтӗм тӗнчере ипотека мелӗпе усӑ кураҫҫӗ. Х-р, 21.10.2000, 1 с.
ИРГА, п.с. Кӑвакрах хӗрлӗ тӗслӗ пылак ҫырлишӗн тата илемшӗн ӳстерекен ҫӳллӗ тӗм е унӑн сиплӗ ҫырли. Ирга, сырлан, айва, чие... кама мӗн кирлӗ, суйла кӑна. Х-р, 11.09.1996, 4 с. Йӗри-тавра йывӑҫсемпе тӗмӗсем, тӗрлӗ чие, хурлӑхан, ... слива, ирга. ҪХ, 18.09.1998, 5 с. Ҫак нӑрӑ ... акаци, катӑркас, ирга чечекӗсен тусанӗпе тӑранать. ХС, 1999, 14 /, 2 с.
ИРӖКЛЕ, п.с. Ирӗк пар, ан чар, ан хирӗҫле. Саккун ирӗк-лекен майсемпе ӗҫлес тесен, ... хамӑр хастар пулни кирлӗ. В.Станьял //Х-р, 19.12.1996, 3 с.
— Ашмарин, III, 134 с.
ИРӖКЛЕНӲ, ҫ.с. Ирӗке тухни, ирӗклӗх илни; хӑтӑлу. Индире ҫынсем пин-пин ҫул хушши Туррӑмӑр ячӗсене ятарлӑ сӑвӑмантракаласа асӑнаҫҫӗ. Санскрит чӗлхинче «мана» сӑмах«ӑс» тенине, «трая» вара «ирӗкленӳ» тенине пӗлтерет. Кришна вӗрентӗвӗ, 1995, 71 с.; Х-р, 27.06.1997, 4 с.
ИРӖКЛЕТ, п.в. Ирӗклентер, ирӗке кӑлар, ирӗклӗх пар. Пӗрре вӑл [хавхалану] ҫиҫтӗр кашни чуна ирӗклетсе. Ю.Сементер //Я-в, 2000, 4 /, 18 с.
— ВЧС, 1971, 451 с.
ИРӖЛӲ, ҫ.с. 1. Ӑшӑпа шӗвелни. Ҫурхи ҫанталӑкӑн пурте пӗрле, ирӗлӳ, пӑрлану. Т-ш, 1993, 17 /, 1 с.
2. Куҫӑм. Кӑмӑлпа ҫемҫелни; ынатланни, евӗкленни. Ритӑшӑн ҫак каҫсем ирӗлӳ те, иртӗхӳ те. В.Эктел, 1996, 45 с.
ИРӖЛТЕРКӖҪ, ҫ.с. Шӗветекен япала, ирӗлтерекен шӗвек; растворитель. «Оскольте» 45 процент таран ирӗлтеркӗҫ пулмалла. ХС, 6.03.1998, 6 с.
ИРТНӖЛӖХ, ҫ.с. Пулни-иртни, иртсе кайни; иртнӗ пурнӑҫ, иртнӗ вӑхӑт. Ыран хальхи вӑхӑт иртнӗлӗхе куҫать, пуласлӑх хальхи вӑхӑт пулса тӑрать. Кришна вӗрентӗвӗ, 1995, 61 с. Иртнӗлӗхпе, ачалӑхпа пуян эп... Иртнӗлӗхӗн пӗр пайӗ... М.Карягина //ҪХ, 1999, 9 /, 12 с.
ИСЛАМИЗМ, ҫ.с. Пӗтӗм тӗнчери мӑсӑльмансене пӗр чӑмӑра (халифата) пӗрлештерме, ислам витӗмне вӑйлатма тӑрмашакан политикӑпа тӗн юхӑмӗ; панисламизм. Рим папи экстремистла исламизма хытӑ критикленӗ. Х-р, 23.01.1996, 3 с. Ассамблейӑн [Тӗрӗк халӑхӗсен ассамблейин] тӗллевӗсем нихӑҫан та «пан-тюркизм», «исламизм» ӑнлавсемпе ҫыхӑнса тӑман. Х-р, 15.09.2001, 2 с.
ИСТОРИЛӖХ, п.с. Пулӑма историлле аталанура курса тишкерни; историзм. М.Сироткин вӑхӑтӗнче тухнӑ пособисенче историлӗх принципӗ те, ...наукӑпа методика принципӗ те пурччӗ. Х-р, 7.05.1996, 3 с. Критиксем автор [Никольский] шухӑшӗсенчи историлӗхе шута илмен. Х-р, 17.05.2003, 3 с.
ИТАЛ, п.в. Итальян чӗлхипе е халӑхӗпе ҫыхӑннине палӑртма усӑ куракан сӑмах. «Аббревиатура» термин — итал сӑмахӗ, «кӗскетни» пӗлтерӗшлӗ. Л.Сергеевпа В.Котлеев, 1988, 169 с. Айхи куҫаруҫӑ ... француз, венгр, акӑлчан, итал ... поэчӗсемпе паллаштарать. ЧЛ, 1994, 11 кл., 226 с.
ИТЛЕВ, ҫ.с. 1. Итлени, тӑнлани; илтӳ. Ман хӑлхасем илтмеҫҫӗ, итлев аппаратне вара киле манса хӑварнӑ. А-а, 1999, 19 /, 2 с.
— итлев-курав меслечӗ (ЧЧВМ, 1998, 8 с.).
2. Обществӑшӑн пӗлтерӗшлӗ темӑна депутатсем ӑстаҫӑсемпе экспертсене хутшӑнтарса ирӗклӗн сӳтсе явни. Парламент хӑйӗн итлевӗсене, ларӑвӗсене, сессийӗсене ирттерет. ҪХ, 1999, 11 /, 2 с. Комитетсен ларӑвӗнче, парламент итлевӗсенче депутатсем республикӑсен патшалӑх чӗлхисемпе калаҫма пултараҫҫӗ. Х-р, 6.08.1998, 2 с. РФ Патшалӑх Думин Хӗрарӑмсен, ҫамрӑксен тата ҫемье ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен комитечӗ ... парламентӑн уҫӑ итлевӗсене ирттернӗ. ҪХ, 2001, 21 /, 2 с.
ИТЛЕВҪӖ, п.с. Итлекен, тӑнлакан, тимлекен ҫын. Калавҫӑ хӑйӗн халапне такмакланӑ хушӑра та вулавҫӑсене (итлевҫӗсене) асран ямасть. Н.Петров //Чӑваш илемлӗ лит-ра чӗлхи, 1978, 98 с. Авторсем ... итлевҫӗ е вулавҫӑ ҫинчен мансах кайнӑ. И.Павлов //КЯ, 27.03.1991, 2 с. «Эпӗ ҫыртӑм сӑввине, эсир тупӑр юррине», тет автор [М.Федоров] вулавҫа, итлевҫе. Х-р, 18.11.1998, 3 с.
ИШЕВ, п.с. Шыв тӑрӑх ал-ура вӑйӗпе е кимӗ-караппа куҫни. Ишев тӗреклетет хула. П.Хусанкай, 1962 (Лирика), 119 с. Ишев мӗнле пынине пӗлтеретӗп ҫынсене. Е.Афанасьев, 1972, 54 с. Синхронлӑ ишевре ... ӳт-пӳпе сӑн-пит те пысӑк пӗлтерӗшлӗ шутланнӑ. Х-р, 15.05.1997, 3 с. Шыв ай киммин экипажӗ ишеве тухнӑ та каялла таврӑнман. Т-ш, 2000, 34 /, 1 с.
— комплекслӑ ишев (Х-р, 31.01.1998, 6 с.); академилле ишев (Т-ш, 1999, 11 /, 4 с.);
— ишев мелӗсем (Х-р, 31.01.1998, 6 с.); ишев федерацийӗ (ҪХ, 1999, 3 /, 12 с.); ишев секцийӗ (Т-ш, 1999, 1 /, 4 с.; Х-р, 2000, 37 /, 2 с.).
ИШЕВҪӖ, п.с. Ишев ӑмӑртӑвне хутшӑнакан е ахаль ишекен ҫын. Чим, ишевҫӗ пулӑп эп, ишӗп кӑртӑш пулӑ пек. А.Савельев-Сас, 1981, 8 с. Ишевҫӗсен ӑмӑртӑвӗнче пирӗн спортсменсем пӗрремӗш вырӑна тухаймарӗҫ. Х-р, 19.06.1997, 4 с. Чӑваш ишевҫисем Раҫҫей чемпионатӗнчен таврӑнчӗҫ. ҪХ, 1999, 11 /, 12 с. Ҫу кунӗсенче хаҫатра ҫамрӑк ишевҫӗсем валли «Дельфин канашӗсем» кӗтес тухса тӑнӑ. Т-ш, 2000, 31 /, 9 с.
ВЧС, 1971, 513 с.; Егоров, 1960, 271 с.

«Чӑваш чӗлхин ҫӗнӗлӗх словарӗ» кӗнекен пайӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-07-19 22:43:38 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3823 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем